Çырни / Статьи

"Тимĕре вĕри чух шаккаççĕ"

"Тимĕре хĕрнĕ чух туптаççĕ"
Аслĕ Питĕр хулинчен шурă Шупашкара 1991 çулта таврăнă вăл: В.Мухина ячĕллĕ аслă пĕлÿ паракан ÿнерпе промышленность училищине (халь барон Штиглиц ячĕллĕ ÿнер академийĕ) вĕренсе пĕтерсе тĕнче культурине сувар чунне хывса, çемьеленсе — Ельчĕк тăрăхĕнчи Питтĕпел ячи Николай Балтаев. Сăрăпа, хутпа, тимĕрпе, йывăçпа, пир-авăрпа, тир-сăранпа ĕçлекен ÿнерçĕ.

 Унпа 15 çул каялла курав залĕнче паллашнăччĕ. (Ĕçлеттĕм эп унта вăл вăхăтра). Килсе кĕчĕ ытарайми çемйипех - мăшăрĕпе, икĕ ывĕлĕпе, Çăлтăр ятлă овчарка йыттипе. Тÿрех пÿлĕмри пĕтĕм сывлăша хăйĕн ĕçлес килнĕлĕхĕпе, мал ĕмĕтлĕхĕпе, иксĕл-ми ирĕклĕхĕпе, шыравсемпе-тупсăмсемпе тултарчĕ, хавхаланса хĕрÿллĕ калаçрĕ вăл. Çак çын сăмахĕпе çеç мар, ĕçĕпе те хăватлине кăшт каярах пĕр самантрах ĕнентĕм: вăл тунă Митта Ваçлейĕн медальне курсанах. Чуна темĕнле витерчĕ çак ĕç, шалти шăнăра çирĕплетрĕ. Хĕрарăмланса аваллăхран килекен сĕмсене, сăнарсене упраса хăварса кĕмĕлленĕ эрешсемпе те киленеттĕмха. Пиçиххирен çакса çÿремелли тĕрлĕ чĕр чун кÿлепиллĕ йĕс турасем мĕне тăратчĕç! Алкасем, сулăсем тата! (Сăмах май каласан, ÿнерçĕн мăшăрĕ Люда Коля алли ăсталанă капăрлăхсем çеç тăхăнса-çакса çÿрет. Тум-тирне - ура тупанĕнчен пуç тÿпине çитиех - хăех çĕлет. Ку - урăх рубрика валли урăх сĕмах).

 Капмар та капăр паллă вăл герб пекех - хисеплĕ çынсене килĕшерех парать. Чаплăран та чаплисене чылай калăпланă Николай Балтаев республикăри паллă ювелирпа Владислав Николаевпа: Чăваш Президенчĕн власть паллине, Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн (орденне те, медальне те), Чăваш Республикин хисеплĕ çыннин паллине, "МВД 70 çулта" паллăна. Элекçей Сĕрмек ÿнерçĕ çирĕплетнĕ "Рыцарь (мăрса) паллине" те Балтай Микуçĕн ăста алли хÿхĕмлетсе кăларнă. Пафослах мар тăмхасем ывăçипех ÿнерçĕн - Сурхурие халалланă укçа, Апаш хулашĕн палли тата, маншăн чи тĕппи те пĕлтерĕшли, тимĕрлесе кăларнă йăхтăмхи. Йăх палли Балтаевсен çемйинче, килĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Эп ас тăвасса, кил тĕрĕшĕнче таçта та тĕл пулать: сĕтел пукантан пуçласа тумтир таранах. Ывăлĕсем, Асаматпа Атилла, шкул çулне те çитменччĕ-ха, йăх палли шалти хăвата мĕнле ÿстерме пултарасси çинчен ĕнентерÿллĕ калаçатчĕç. Кĕçĕнни - Атилла, нумай сăмахламасăр, Асамат тетĕшне тимлесе "çапла", тесе çеç тăратчĕ. Чи сулмакли те витĕмли çемьере çапах та ашшĕ сăмахĕ пулнă. Тăван несĕлсен историне пĕлсе, тăхăмсене хисеплесе, сувар пулса çуралнăшăн мăн кăмăлланса ÿсрĕç кĕçĕн Балтаевсем. Тата Атăл леш енчи вĕçсĕр-хĕрсĕр вăрманта карталанса ларнă этнопарк варринче пурăнниех уйрăм кăмăл парать пуль. Тăван халăхăн тĕнче курăмĕпе, халапĕсемпе, мифĕсемпе, паттăрĕсемпе, чаплă çыннисемпе тачă çыхăннă кунти сăнарсем. Йывăç кÿлеписене (130-тан та иртнĕ вĕсен шучĕ) пурне те çемье тусĕсем, ашшĕн ÿнерçĕ юлташĕсем ăсталанă. Нумайăшне Николай Балтаев эскизĕсемпе пурнăçланă. Кайран çак пысăк ĕç ниме пек пулса кайрĕ те, симпозиум шайне хăпарчĕ. 11 хут иртрĕ ентĕ вăл. "Чувашия" санатори - ÿнерçĕсен шанчăклă ĕçлĕ тусĕ (партнерĕ). Пĕрремĕш кÿлепесене Коля мăшăрĕ, ачисем хавхалантарнипе пĕчченех касса кăларнăччĕ. Асаматпа Атиллăн ĕçĕсем те пур халь кунта. Çемье çемьех çав. Николай мăшăрĕ студентсемпе тăван несĕлсен X ĕмĕрти тумтирне историпе илемлĕх енчен тĕпчесе "чĕртнине", епле хавхаланса хут çинче калăпланине курнах ĕнтĕ килтисем. Малтанхи çул ама çыннăн, çамрăк хĕрарăмăн, хĕр упраçăн, апăсăн (вĕрÿ-суру чĕлхипе сиплекенĕн) кĕпи-йĕмне, атă-пушмакне, эрешĕсене тума май килтернĕччĕ. 57 çипуç хатĕрленĕ паянхи куна. Чи курăмли - Аттила патша тумĕ!

 Унерçĕн ачи-сем пĕрин хыççăн тепри Г. Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицея вĕренме кĕни кĕтменлĕх пулмарĕ. Музыка уйрăмне суйлани çеç кăшт тĕлĕнтернĕччĕ. Тăхăр класс хыççăн малта! Асамат, унтан Атилла Чехине тухса кайрĕç. Вĕренме. Унер шкулне. Тимĕр ĕçне тĕплĕрех алла илме пулать иккен унта. Кĕçĕнни пĕрремĕш, асли юлашки тăваттăмĕш курсра вĕренеççĕ халь. Асамат диплом ĕçĕ тума турхан паллине суйласа илнĕ. Тăватă çул хушшинче тĕрлĕ наци, çĕр-шыв ачисен йышĕнче палăрмаллипех палăрнă сувар каччисен йывăрлăх çук та тейĕн. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухнех чех çыравçи Ото Палоунек "Патша пулма çăмăл-и?" (Чехи историйĕ - ачасем валли) кĕнекине илемлетес тĕллевпе шкулта конкурс ирттернĕ. Асамат паллах çĕнтернĕ. Ун графикине тĕпе хурса 2008 çулта Прагăра кĕнеке тухнă. Кăçалхи кĕр те тухăçлă пулнă Асаматшăн. Ача-пăча валли çырнă тепĕр кĕнекене илемлетме те ун ÿкерчĕкĕсене суйласа илнĕ. Хальхинче - сăрăпа ÿкернисене. "Эс, ачусем аллине мăлатук тытакан пулсанах хăвăнпа пĕрле тимĕр шаккаттараканскер, мĕншĕн çавăн инçĕшне кăларса ятăн вĕсене? Тата хăвăн ÿнер пултарулăхĕ çеç мар, вĕрентес опыт та пысăкланчĕ вĕт" (Николай Михайлович Чăваш патшалăх университетĕнчи дизайнпа компьютер технологийĕсен факультетĕнче 7 çул, Культура институчĕн этнофакультетĕн-чи халăх пултарулăх пайĕнче 4 çул ÿнер ĕçне вĕрентет, аслă преподаватель пулса тăрăшать. - Н.С.), - тесен, Коля питĕ тĕрĕс сăмахсем калать: "Шел те, эпир чăтма çук кирлĕ техника, технологи, компьютер программисен тĕлĕшĕнчен калама çук чухăн. Ку Шупашкарта çеç мар, Раççейĕпе те çапла. Ачасем сувар культурине ют, урăх культурăпа пуянланса таврăнччăр. Германири Дрезден галерейи, Италири Флоренци музейĕсем, Австрири керменсем пирки эп ĕмĕтленме те пултарайман, ман ывăлăмсем çак тĕлĕнтермĕш-илĕртмĕшсене курса киленнĕ те ĕнтĕ. Хамра пулман чĕлхе пĕлĕвĕ аталантăр вĕсенче. Чехла, акăлчанла халех сутса яраççĕ. Вĕсене тĕнче уçăлать, вĕсем хăйсем тĕнчене уçăлаççĕ." Тĕрĕссипе, Николайăн хăйĕн ĕмĕтĕнче пулнă çак шкул. Ачисем ăна тултараççĕ. Ашшĕне хисеплесе ун çулĕпе утаканскерсем вĕренсе пĕтерсе ют çĕр-шывра малалла каяс кăмăллă. Тата чылай пархатарлă ĕç тăвас тĕллевлĕ.

Надя Сельвестрова. Самант. Чÿк (ноябрь) 2010.



"Хăв çăлăнса юл, ыттисем те çăлăнĕç".


Николай Балтаев, чăвашла каласан Балтай Микуçĕ... Чăн чăваш чунлă çыншăн çак ят ют мар. Ĕçĕпе - ÿнерçĕ тĕлĕшĕпе вăй хунине е Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче чăваш йăли-йĕркине тĕпчес енĕпе йĕркеленĕ факультетра, е Чăваш патшалăх университетĕнче дизайн факультетĕнчи тумсен уйрăмĕнче çамрăк ăрăва ăс панине илер - пĕтĕмпех хамăрлăх ыйтăвĕпе çыхăннă. Балтай Микуçĕн пуçарăвĕпе "Чувашия" санатори территорийĕнче карта тытнă. Ун варринче - тĕреклĕ йывăç. Ал шăллисем, тутăрсем, пир татăкĕсем çыхса янă ун турачĕсем çине. Йăхташсем çеç мар, ытти халăх çыннисем те, чикĕ леш енчисем таранах çÿреççĕ Киремет картине пуç тайма. "Киремет карти никама та хирĕçле ĕç мар. Иртнине манас мар тени вăл, пулнине аса илтерни", - тенĕччĕ ун пирки Микуç пĕррехинче. Çак сăмахсене ахальтен каламасть художник. Пĕтĕм чăваш ваттипе пĕрлех хăйĕн несĕл йăхĕ умĕнче пуç таять. Балтайсен пурнăç "йывăçне" çичĕ сыпăк таран тĕпченĕ. Унсăр пуçне санатори çывăхĕнчи кану паркĕнче 120 яхăн кÿлепе-скульптура, юпа-палăк ăсталанă. Çакскерсене пурне те сувар пурнăçĕпе çыхăнтарнă. Килĕнче те çаплах. Мăшăрĕ Людмила халăх тумĕ çĕлет, сувар хĕрарăмĕн авалхи çи-пуçне тĕпчет, ăна паян çĕнĕ пурнăç парнелет. Ывăлĕсем тата - Асаматпа Атилла - чăн-чăн маттурсем. Çакна шăпах вунă çул каялла курса ĕненнĕччĕ, Аслă Атăл урлă каçса "Чувашия" санатори территорийĕнче вырнаçнă пĕр çурта çитсе килнĕччĕ. Ун чухне çакскерсем - 7 тата 5 çулти шăпăрлансем - ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе ял ачисенчен таса калаçнипе тĕлĕнтернĕччĕ. Тата ашшĕн ĕçĕ патне туртăннине те туйнăччĕ. Ун чухне Асамат тĕп хулари наци лицейне вĕренме кайма хатĕрленетчĕ.
...Вăхăт малаллах шăвать. Акă эпĕ каллех Балтаевсен хваттерĕнче. Малтанхи, пĕр пÿлĕмли, мастерской вырăнĕнче юлнă. Кунти кашни хатĕр кил хуçи аллипе тунăскер, сувар тĕррипе илемлетнĕскер, Балтайсен йăх паллийĕпе уйрăлса тăраканскер. Çакăнта "чун" кĕртет хăйĕн ĕçĕсене художник. Тăватă кĕтес - сувар тĕнчи. Тата икĕ пÿлĕм -çак çуртăн иккĕмĕш хутĕнче.
Мастерской алăкĕ уçă. Микуç хăй кĕтсе илчĕ. Сывлăх сунатăп. Хирĕç тата иккĕн: "Салам!" - тесе хуравларĕç. Кусем - пиçсе çитнĕ хурлăхан çырли тĕслĕ куçĕпе йăлтăртаттаракансем - Асаматпа Атилла. Балкон çинче натюрморт ÿкереççĕ. Ашшĕ - вĕрентекенĕ, канаш параканĕ. "Кунне икĕ-виçĕ сехет çапла лараççĕ, - тет вăл. - Унсăрăн ăсталăх туптанаймасть, пултарулăх аталанаймасть".
Атилла кĕçĕнрех пулсан та хăюллă. Калаçăва хăйех пуçарса ячĕ: "Эсир пирĕнтен интервью илесшĕн-и?" Паллах унăн, Пĕтĕм Раççейри "Орленок" кану лагерĕнчен тин çеç таврăннăскерĕн, чунне уçса памалли пурах. Мана вара акă мĕн кăсăклантарчĕ: мĕнпе тивĕçнĕ-ха çĕршыври ачапчан чи сумлă лагерьне кайма? Республика шайĕпе ирттернĕ "Туслăх кĕперĕ" вăйă-конкурсăн "Çăлтăрчăк" номинацийĕнче çĕнтернĕ. Унта тăван чĕлхе, истори, халăх сăмахлăхĕпе юрри, йăли-йĕрки пирки хуравламалла пулнă. Уншăн вара, республикăри Лебедев ячĕллĕ лицей интернатра музыка класĕнче вĕренет пулсан та, тăван халăх шăпи, историйĕ, кун-çулĕ питĕ кăсăклă. Хăйĕн шухăшне вара ÿкерчĕксенче, аваллăхпа çыхăннă картинăсенче палăртать. Пушă вăхăт тупăнсан алла аккордеон тытма та хирĕç мар. Аслашшĕ питĕ килĕштернĕ иккен унăн сассине. "Тăхăр класс пĕтерсен эпĕ те Асамат патне вĕренме каятăп, -тет хăюллăн. - Чехла темиçе сăмах пĕлетĕп ĕнтĕ, алфавитне те вĕрентĕм".
Çапла, чехла вĕренет халĕ Атилла. Мĕншĕн тесен пиччĕшĕ Чехири Турнов хулинчи ÿнер промышленноç вăтам училищинче пĕлÿ пухать. Икĕ курс пĕтернĕ ĕнтĕ. Мĕнле майпа лекнĕ-ха унта чăваш ачи? Ашшĕ Питĕрти Мухина ячĕллĕ ÿнер промышленноçĕн аслă училищинче вĕреннĕ вăхăтра унта пулса курнă. Тимĕрпе ÿнер шайĕнче ĕçлеме хатĕрленекен студента питĕ килĕшнĕ училищĕри вĕрентÿ бази, преподавательсен ăсталăхĕ. Асăнмалăх брошюра туяннă. Çавăнпа та аслă ывăлĕ ÿссе çитсен ăна ăçта вĕренме ярасси пирки пуç ватман. Шупашкарта ватă чеха тупнă, вăл Асамата çав чĕлхене вĕрентме пуçланă. Çапах та каччăн экзаменсене акăлчанла тытма тивнĕ. Чехсен тата Европа искусствисен историне, Аслă Пăлхар кун-çулне каласа кăтартнă, ун шăпипе çыхăннă самантсене ÿкерсе, тата ытти ĕçе пурнăçласа Европăри чи сумлă шкула вĕренме кĕнĕ. Специализацине ашшĕннех - гравировщик, тимĕр касса медальсем тăвасси - суйласа илнĕ. Мĕнлерех туйнă-ха хăйне ют çĕршывра вун ултă çулти чăваш ачи?
- Раççейрен урăх никам та çук. Чилирен, Грецирен пĕрер каччă вĕренет. Малтанхи уйăх питĕ йывăр пулчĕ. Мана Шупашкарта чехла çырма вĕрентнĕ, кунта вара - калаçмалла. Пĕр сăмаха, тепĕрне ас туса юлатăп... Калаçма та хăнăхрăм. Халĕ чехсен киноне те пăхатăп, Атиллăна та вĕрентетĕп. Юлташсем те пур: Филипп, Матес, Вратислав. Куравсене, походсене çÿретпĕр, сувар халăхĕ, историйĕ, Шупашкар пирки каласа кăтартатăп.
- Сана чехсен историйĕ кăсăклан-тарать-и?
- Питĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче вĕсен паллă çыравçи Ота Палоунек пирĕн училищĕре пулчĕ. Ачасем валли историпе çыхăннă "Сирĕн патша пулас килет-и?" кĕнеке хатĕрлекенскер студентсен хушшинче конкурс ирттерчĕ, -каласа кăтартать Асамат. - Унта XIV ĕмĕрти IV Карл патшапа, унăн ывăлĕпе Вацлавпа çыхăннă ÿкерчĕксем тумалла пулчĕ. Вăл манăн ĕçсене килĕштернĕ. Çапла 16 ĕç пурнăçларăм, пĕрне - акварельпе, хуплашка валли, ыттисене - графикăпа. Кайран училищĕре çав ÿкерчĕксен куравне те ирттерчĕç.
- Тăватă çул вĕренмелле терĕн. Икĕ курс пĕтернĕ ĕнтĕ. Патшалăх экзаменне мĕнле темăпа çыхăнтарасшăн?
- Авалхи сувар паттăрĕсен хăйсене хÿтĕлемелли хатĕрне - хулканне -эрешлесе касса кăларасшăн. Сăмахран, Ылтăнпик патша сувар-пулкарсемшĕн нумай тăрăшнă, вĕсене хÿтĕленĕ. Асамат тимĕрçĕн шăпи те кăсăклă.
- Çакăн хыççăн тата малалла вĕренес кăмăл пур-и?
- Пур. Анчах та малтан салтака кайса килмелле-ха.
...Çĕр çинче сувар ятпах юлас тесен мĕн тумалла пирĕн? Ку енĕпе Балтай Микуçĕн çирĕп йĕрке пур. Ăна пăхăнса, çирĕп саккун вырăнне хурса пурăнать художник. Хамăрăн мăн асаттесене манса каймалла мар тет вăл. Суварла пурăнма сĕнет: туртмалла мар, ĕçмелле мар, начар калаçмалла мар. Авалхи суварăн лайăх халал пулнă: шухăшла, сăмах кала, ĕçне ту.
"Тăван чĕлхене тытса пырасси, ăна пуянлатасси, хамăрăн ачамăрсене вĕрентсе хăварасси - чи кирлĕ ĕç, - çапла шухăшлать Балтай Микуçĕ. - Вунă сувар çапла туни те ырă тĕслĕх. Ăна пăхса ыттисем те вĕсен хыççăн туртăнĕç. Эпĕ Серафим Саровскин çак сăмахĕсене тĕпе хурса пурăнатăп: "Хăв çăлăнса юл, ыттисем те çăлăнĕç". Ывăлĕсенчен те çакнах ыйтать.

Надежда Смирнова. Хыпар. Культура. 2009, утă, 25.